Сайт учителя биологии и химии Татьяны Петровны АНДРЕЕВОЙПонедельник, 13.05.2024, 06:26

Приветствую Вас Гость | RSS
                
Главная | Каталог статей | Регистрация | Вход
Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!
Меню сайта

Категории раздела
Мои статьи [10]

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 66

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Форма входа


Главная » Статьи » Мои статьи

Сывлах-чи пысак пуянлах

Под  таким  названием  было  проведено  открытое  внеклассное  мероприятие  с  учащимися  5  класса    в  Бичуринской школе   21  декабря.  А  провела  его  учитель  биологии  и  химии,  социальный  педагог  и  исполняющая  обязанности библиотекаря  этой  школы   Андреева  Татьяна  Петровна.         


                                                   Сывлăх  -  чи  пысăк   пуянлăх.

 

       Сывлăх,   сывлăх,   сывлăх…   Кун   каçа   ун  пирки   асăнман  çемье  çук  та  пулĕ   çĕр   çинче.   Тус-пĕлĕшсем  пĕр-пĕрне  кашни  уяв  ячĕпе  саламланă  чух  та  чи  малтанах   çирĕп  сывлăх  сунаççĕ.

     Ученăйсем  тĕпчесе  палăртнă  тăрăх,   хальхи  вăхăтра  пирĕн  çĕршывра   тата  ытти  çĕршывсенче   те  çынсем  питĕ  чирлеççĕ,  уйрăмах  ачасем.   100  ачаран  10-шĕ   (е  тата  5-шĕ  çеç)  çуралнă   чухнех  сывă  мар  çуралаççĕ.   Ку  мĕнрен  килет-ха?   Паллах  ашшĕ-амăшĕнчен.   «Хĕрарăм  сывлăхĕ  -  ача  сывлăхĕ», - теççĕ.   Вĕсем  сывă  пурнăç  йĕркисене  тытса  пыманран.   Çавăнпа  та  паян  эпир  сирĕнпе   сывлăх  çинчен  тĕплĕнрех  калаçăпăр.

 

    И  мĕн  пуян,   тăванăм?

Сывлăх  пуян.

Сывлăх  çул  памасăр  çта  каян?

 

И  мĕн  пуян  тăванăм?

Туслăх  пуян.

Пин  ылтăн  мар, пин  тус  эс  туян.

 

И  мĕн  пуян,  тăванăм?

Халăх  пуян.

Унсăр  пуçне  кама  пуç  таян?

 

Эс  те  пуян,  тăванăм,

Эп  те  пуян.

Пуçăмăрта  сывлăх   пур  паян.

 

Сывă  пулар,  тăванăм,

Туслă  пулар.

Халăх  ирĕкĕнчен  ан  тухар. (Митта  Ваçлейĕ).

 

   Чăвашсем  мĕн  ĕлĕкренех    сывă  пурнăç  йĕркине  пăхăнса  пынă.  Кĕçĕн   çулхи  ачасене  таса  та  тирпейлĕ  пулма  хушнă   (ир  тăр  та  питне  çу,  питне  çу  та  çăкăр  тыт).  Ут-пĕве,  кĕпе-йĕме  таса  тытма  хăнăхтарнă.   Сăмахран,  ачан  хăлха  шăтăкĕ  таса  мар  пулсан,  унран  тăрăхласа  кулнă  (çарăк  аксан,  çарăк  шăтмалла).

    Ачасене  мĕн  пĕчĕкрен  ĕçе  хăнăхтарса  пынă.   Ашшĕ  ывăл   ачине  ĕçлеме  вĕрентнĕ:  çăпата  тутарнă,  кантра  явтарнă,  сÿрене  илсе  çÿренĕ  т. ыт. те.

    Хĕр  ачасем  вара  ытларах  кил-çурта  тирпейленĕ:  чашăк-тирĕк,  ача  кипкисем   çунă,  урай  шăлса-çуса   тăнă,  пĕчĕк  ачасене  пăхнă,  тĕрĕ  тĕрленĕ.  Пурин  валли  те  ĕç  тупăннă  килте.

    Апата  ялан  пĕр  вăхăтра  çинĕ,  таса  чашăк-тирĕк   çине  антарса  панă,  ачасене  васкамасăр   çиме  вĕрентнĕ,  сĕтел  хушшинче  калаçма  та,  юнтарса  ларма  та  чарнă.  Ку  тĕлĕшпе  И.Я. Яковлевăн   «Юнтармăш»  калавĕ  питĕ  интереслĕ.  (Калава  вулани  тата  ăна  тишкерни).

Çын   сывлăхĕ   унăн  чи  пысăк  пуянлăхĕ  теççĕ.  Сывлăхлă  çыншăн  пурте  лайăх»,-  тенĕ  ваттисен  сăмахĕнче.  Ахальтен  мар  эпир  пĕр-пĕрне  тĕл  пулсан  «Сывлăх  сунатăп»  е  «Сывă-и?»  тетпĕр.  Çапла  эпир  çынна  чи  кирлине – тĕрĕс-тĕкел  те  сывлăхлă  пулма  сунатпăр.

Çак  сунăм  пурнăçлантăр  тесен,  çыннăн   хăйĕн  те  сахал  мар  тăрăшмалла.  Тата  тепĕр  ваттисен  сăмахне  аса  илер-ха:  «Сывлăха  сутăн  илме  çук  -  ăна  ăс-тăн  парнелет».  Чăнах  та,  питĕ  çирĕп  сывлăха  та  ним  шухăшсăр  пĕтерме  тата  çухатма  пулать.

Çыннăн  сывлăхĕ  унăн  пурнăç  йĕркинчен  питĕ  нумай  килет.  Харпăр  хăйне  сывă  пурнăç   йĕркине  пурнăçласа  пыма  хăнăхтармалла,  урăхла  каласан   сывлăха  упрамалли  тата  çирĕплетмелли  правилăсене  пăхăнса   пурăнмалла.

 

 

 

     Сывă   пурнăç   йĕркин  тĕп   правилисене  эсир  пуçламăш  шкултанах  пĕлетĕр  ĕнтĕ.   Вĕсене  аса  илер-ха.

   1.  Тасалăхшăн   тăрăш!

   2. Тĕрĕс  апатлан.

   3. Ĕçпе  канăва  çыхăнтар.

   4. Ытларах  хусканусем  ту.

   5. Сиенлĕ  йăласем  ан  пулччăр.

Кун  йĕркине  тĕрĕс   тытса  пыни  те  питĕ  пысăк  пĕлтерĕшлĕ.

Сиенлĕ  йăласем  çинчен  тĕплĕнрех  калаçар-ха.  Вĕсенчен  чи  хăрушшисем  - пирус  туртни,  эрех-сăра  ĕçни  тата  наркотиксемпе  усă  курни. 

  Çак  йăласен  тыткăнне  лексен  çын  хăйĕн  организмне  сывлăха  аркатакан  веществосем  пĕрмаях  кĕртсе  пырать,  сăмахран,  пирус  туртнă  чухне  никотин  тата  табак  çунсан  пулакан  веществосем.

   Табак  тĕтĕмĕнче  4000   ытла  хими  веществи,  вĕсенчен  нумайăшĕ  çав  тери  сиенлĕ.   пирус  туртакан  çыннăн  ÿпкинче  сăмалан  (табак  тикĕчĕ)  çыпăçакан  сийĕ   ларса  тулать.  Пирус  туртнине  пула  чирленĕ  пирки  тĕнчере  çулталăк   хушшинче  2.5  миллиона  яхăн  çын   вилет!   Çитменнине  тата  пирус  туртса  тултарнă  пÿлĕмре   пулакан  туртман  çынсемшĕн  те  табак  тĕтĕмĕ  хăрушă.  Акă  мĕншĕн  нумай  çĕршывра  обществăлла  вырăнсенче  пирус  туртма  пачах  чарнă.

    Сывлăха  ачаранах  упрамалла.  Ахальтен  мар  сире,  ачасене,  пурнăç  чечекĕсем  теççĕ.  Черченкĕ,  таса  та  илемлĕ  эсир!

    Тата  тепĕр  сиенлĕ  йăла  çинчен  каласа  хăварар-ха  -  çынсем  мĕншĕн  ĕçеççĕ?

    Паллă  Аркадий  Аверченко  сатирик  20  ĕмĕр  пуçламăшĕнче  çырнă  пĕр  фантастикăлла  калавра  аслашшĕпе  мăнукĕ  темиçе  вунă   çултан  çынсем  мĕншĕн  эрех  ĕçни  çинчен  калаçнă  пек  кăтартнă.  Мăнукне  пĕр  япала  тĕлĕнтерет:  эрех - хаяр,  йÿçĕ  япала,  çапах  та  çынсем  ăна  ĕçеççĕ.  Çакна  çамрăк  чухне  ĕçме  юратнă  аслашшĕ  те  ăнлантарса  параймасть.  Çак  калаçу  пачах  та  эрех  ĕçмен  обществăра  пулса  иртет.  А. Аверченко  çакăн  пек  общество   1954   çул  тĕлне  пуласса  шаннă,  анчах  та  вăл   йăнăшнă,  мĕншĕн  тесен  çак  усал  япалана  тÿрех  пĕтерме  çук.  Мĕншĕн?

    Англи   поэчĕ   Роберт  Бернс  çынсем  мĕншĕн  ĕçни   çинчен  тăрăхласа  калать.

 

   Ĕçес  тесен  сăлтав  нумай:

тĕлпулусем,  кай  ăсатма,

туй-çу  та  уйрăлу,  улах,

сунар,  Çĕн  çул  -  шавламалла,

хурланăç,  савăнăç,  ăнăçу,

туса  лартатăн  çĕнĕ  çурт,

наградăлаççĕ,  -  ак  сăлтав, -

сăлтавсăр  та  ĕçме  утан.

   «Ĕçер,  ăшăнар!»  -  тенине  пĕрре  кăна  мар  илтнĕ  пуль.  Нумайăшĕ  спирт  шăнса  пăсăлсан,  ытти  чирсемпе  чирлесен  те  (сăмахран,  вар-хырăм  ыратсан)  пулăшать  тесе  шутлаççĕ.  Кун  пек  шутлани  питĕ  йăнăш.  «Эрех  -  çыннăн  ĕмĕрхи  тăшманĕ.  Кирлĕ-кирлĕ  мар  çĕртенех  ĕçесси  е  пĕр-пĕрне  хăналасси   йăлана  кĕнĕ».

    Акă  мĕнле  каланă  çакăн  çинчен  Владимир  Котов  хăйĕн  сăввинче:

Йăласем  нумай-мĕн  пирĕн.

Уçăлать  кăвак  хуппи:

Тĕлпулу-и  е  уяв-и  -

Ĕçмелле  тĕппи,  тĕппи!

Ак  пĕрре   ĕçсе  паратăн,

Вара  вĕçĕмсĕр  тытатăн  -

Тек  сĕнеççĕ-çке  «туссем»!

Ма  пĕлмеççĕ-ши  вĕсем,

Ма  сисмеççĕ-ши  вĕсем:

Тен,  эп  чирлĕ,  -  юрамасть,

Тен,  сăлтав  ĕçме  хушмасть?

Ыран  харсăр  пулмалла.

Ĕçеймерĕн,  арçын  мар,

Анмасан  та  ĕçсе  пар!

 

     Чăнах  та  çавăн  пек:  хуть  чыхăнса  кай,  анчах  ĕç.  Туя  кайрăн  пулсан  -ĕç!  Хăнана  кайрăн  пулсан  -ĕç!  Унсăрăн  кил  хуçи  çилленме  пултарать.

    Ĕçке  ерни,  эрехпе  хăналас  йăла  хăйсем  тĕллĕн  пĕтмеççĕ,  çавăнпа  та  çак  сиенлĕ  йăлана   хирĕç  кашниннех  çине  тăрса  кĕрешмелле.  Наркотииксене  вара  пачах  та  тутанса  пăхмалла  мар.  1-2  хут  тутанса  пăхсанах  вĕсенчен  хăпма  йывăр.

    Çын  нарктикссемпе,  никотинпа  тата  эрехпе  туслашнин  аталанăвĕ   темиçе  тапхăртан  тăрать.

     Малтанах,  наркăмăшлă   япаласене  пĕрремĕш   хут  ĕçсен,  организм  вĕсене  хирĕç  кĕрешет:  çын  хăсать,  унăн  ăшĕ  пăтранать,  пуçĕ  çăврăнать,  ыратать  т.  ыт.  те;   çак  самантра  вăл  кăмăл   çĕкленнине  пачах   туймасть.  Тепре  ĕçсен,  çын   минресех  каять,  унăн  оранизмĕ   наркăмăшлă   япалапа  кĕрешме  вăй   çитереймест.   Каярахпа  ун  пек  çын   пĕрре   ĕçме  вĕреннĕ  наркотиксăр  пурăнма  пултараймасть,  вăл  хăрушă  чирлесе  каять,  ялан  çав  наркотика   мĕнле  майпа  тата  ăçтан  тупмалли  çинчен  шутлать.   Вăхăт  иртнĕçемĕн  наркотик  ĕçме  вĕреннĕ  çынна    çав  наркăмăшсăр  пурăнма  йывăрлансах  çитет.  Вĕсене  тупса  ĕçеймен  самантсенче  вăл  канăçне  çухатать,  ăна  тем  çитмен  пек  туйăнать,  унăн  ăш   çунма  тытăнать.  Ку  тапхăрти  чире  абстиненци  теççĕ.  Чирлĕ   çын  халсăрланать,  ĕçлес  пултарулăхĕ   чакать,  пуç  çаврăннипе,   ыратнипе,  алли-ури  чĕтренипе  аптăрать,  ăна  шăнтса  пăрахать.

     Мухмăрла  аптăрани  -  асăннă  чирĕн  пĕр  тĕслĕхĕ.  Çапла  вара,  çын  çак  наркăмăшлă   япала  туртăмĕнчен  тухаймасть.

      Сиенлĕ  йăласем  пĕчĕккинчен   пуçланаççĕ:   сире  кам  та  пулин  пирус,  эрех-сăра,  наркотик  тутанса  пăхма  кăна  ÿкĕтлет   е  хăй   тĕслĕх   кăтартать.  Çавăн  пек   ÿкĕтленипе  ан  килĕшĕр,  япăх  тĕслĕх  кăтартни  хыççăн   ан  кайăр.  Сиенлĕ   йăласенчен   хăтăлма   çав  тери  йывăр.   Чи  кирли  -  вĕсемпе  пачах  та  туслашмалла  мар.                                         

Категория: Мои статьи | Добавил: ckrasnova65 (21.01.2012)
Просмотров: 1969 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Праздники дня

Кто там
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz


  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz